
Шупашкарти юханшыв портӗнчен Атӑлӑн леш енне ҫӳрекен пӑрахучӗсем кӑҫалхи сезонта ыран юлашки хутчен ҫула тухмаллаччӗ. Ку йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫу уйӑхӗнчи йышӑнусенчен пӗринче палӑртса хӑварнӑччӗ. Кӑҫалхи навигаци тапхӑрӗ ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ.
Шупашкарти юханшыв портӗнче теплоходсене Атӑл леш енне ҫурлан 28-мӗшӗнчех каҫарма пӑрахнӑ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче порт пӗлтерни тӑрӑх ҫанталӑк сулхӑнлатнипе тата пассажирсен шучӗ чакнипе сӑлтавланӑ.
Шупашкарти юханшыв порчӗ кӑҫал «Шупашкар — Сосновка — Шупашкар» тата «Шупашкар — Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж — Шупашкар» маршрутпа теплоходсем ҫӳретнӗччӗ.

Федераци харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫула республикӑна парасшӑн.
Ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ автоҫулсене регионсен балансӗ ҫине куҫарас ыйтупа «Прикамье» управлени нумаях пулмасть ҫыру хатӗрленӗ. Ӑна пирӗн республикӑри «Чӑвашупрдор» предприятие те ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов тата «Чӑвашупрдор» предприяти пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов республикӑн балансӗ ҫине куҫмалли хӑш-пӗр ҫула хакланӑ. Сӑмах май каласан, 5 вырӑнти 36 ҫухрӑм ытла ҫула пӗр балансран теприн ҫине куҫарасшӑн.
Республикӑна куҫарма палӑртнӑ федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре министрпа «Чӑвашупрдор» пуҫлӑхӗ юсамаллине асӑрханӑ. Тепӗр майлӑ каласан, харпӑрлӑха иличчен «Прикамье» управленипе юсав ыйтӑвне хускатасси куҫкӗрет.

Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянӗ. Ӑна кӑларакан предприятипе килӗшӳ туса хатӗрленӗ, укҫан пӗр пайне тӳленӗ. Самолетпа ҫӳрекен сусӑрсене анса хӑпарма меллӗ ятарлӑ транспорта илессине Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килекен спортсмен аэропорта кӳреннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Замир Шкахов спортсмен самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.
Шӑв-шав ҫуратнӑ истори хыҫҫӑн аэропорта амбулифт туянма хистесе суд та йышӑну кӑларнӑ.

Чӑвашри усламҫӑсем ҫур ҫул никам хӳтӗлемесӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн каллех хӳтлӗхе кӗрсе ӳкӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн паянхи хушӑвӗпе тивӗҫе Александр Рыбакова шаннӑ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, омбудсменӑн унчченхи должноҫӗ те усламҫӑсемпе ҫыхӑннӑ. Маларах та вӑл вӗсене пулӑшас енӗпе тимленӗ. Анчах патшалӑх службинче мар. Коммерцилле мар автономи организацийӗнче.
Республика ертӳҫипе паян тӗл пулсан Александр Рыбаков хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ, усламҫӑсен правине тата саккунлӑ интересне хӳтӗлессишӗн тата Чӑваш Ен экономикин аталанӑвӗшӗн мӗнпур вӑйне тата пӗлӗвне пама шантарнӑ.
Аса илтерер, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулнӑ Владимир Иванов ЧР транспорт министрӗн пуканне йышӑннӑччӗ.

Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра тӳлевсӗр ҫул ҫӳреме хакла ларӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви нумаях пулмасть саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Унта республикӑн Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесшӗн. Сӑмах май, юлашки икӗ ҫул ҫурӑра транспортра билетсӑр ҫӳренине республикӑра пачах та тӗрӗслемен, никама та штрафламан. Ку хыпара транспорт министрӗ Владимир Иванов саккун проектне ӑнлантарса ҫырнинче пӗлтернӗ.
Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртсен штраф виҫи хальхи 100 тенкӗ вырӑнне 1000 тенкӗпе танлашӗ. Багажшӑн укҫа тӳлеменнисен штрафӗ 500 тенке ҫитсе ларӗ. Штраф виҫи хӑпарнине кура тӗрӗслев ирттерме пуҫласса шанма пулать.

Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон катӑлса ӳкнӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин хысна предприятине хыпар ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 15 сехетре, ҫитнӗ.
Йӗпреҫри ҫав кӗпер урлӑ «Нурӑс—Патӑрьел—Елчӗк» автоҫул иртет.
Шыв пӑрӑхӗн бетон «хӳри» вӑйлӑ ҫумӑра тӳсеймен.
Йӗпреҫре пулнӑ специалистсем шыв пӑрӑхӗ чиперех тытӑнса тӑнине палӑртнӑ, катӑлнӑ вырӑн кӗпер ишӗлес тата машинӑсене каҫса ҫӳрес хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Ҫапах та ишӗлнӗ вырӑна пӳлме тата ӑна ҫирӗплетме йышӑннӑ. Юлашкинчен асӑннине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.

Паян «Чӑвашупрдор» республикӑн хысна предприятийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗпе паллаштарнӑ. Ку должноҫе Владимир Доброхотова шаннӑ. Ку ҫамрӑк арҫын унччен «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине ертсе пыма шанчӗҫ. Кайран министра Владимир Иванова лартрӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин Владимир Доброхотова «Чӑвашупрдор» пуҫлӑхне лартасси пирки йышӑну кӑларнӑ.
Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ экс-министра Владимир Иванов ӑнӑҫу суннӑ. «Ӗҫ нумай, ӗҫе пӗлетӗп», — талпӑнуллӑн ӗҫлеме шантарса каланӑ В. Доброхотов.

«Чӑвашавтотранс» предприятире тӑрӑшакансем тинех укҫаллӑ пулӗҫ. Чылайранпа кӗтнӗ шалу вӗсен кӗсйине кӗрӗ. Парӑма татас тесе предприяти банкран кредит илнӗ. Пурӗ 62 миллион тенкӗ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ҫӗркаҫ ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнине ӗненсен, ӗнерех укҫана ҫынсен счечӗсемҫине куҫарма пуҫланӑ, паян вӗсем укҫаллӑ пулмалла.
Аса илтерер, «Чӑвашавтотранс» предприятин ӗҫченӗсем, пурӗ 140 ҫын, забастовкӑна тухма хирӗҫ маррине пӗлтерсе заявлени пани ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллӑ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Шалӑва парса татмасан «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче забастовка йӗркелесшӗн пулнӑ. Предприятире парӑма ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен татма шантарнӑ.

Ҫулсем ҫинче йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене пӑхса тӑракан видеосӑнавсем туянма Чӑваш Енре пӗтӗмпе 48 миллион тенкӗ уйӑрса хӑварнӑ, анчах та вӗсенчен 4 проценчӗпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ку факта паян пӑшӑрханса каланӑ. Ҫул-йӗр тӑрӑмне Чӑваш Енӗн Правительствин тунти кунхи канашлӑвӗнче тишкернӗ.
Ҫав вӑхӑтрах кӑҫал мӗнпур аварисенчен 80 проценчӗ регион тата муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем ҫинче пулнӑ. Вӗсенче 23 ҫын хӑйсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татӑлнӑ, 300-шӗ сусӑрланнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев транспорт тата ҫул-йӗр министрне Владимир Иванова лару-тӑрӑва уҫӑмлатма, ҫивӗч тӗрӗслеме хушнӑ май патшалӑх саккасӗсемпе ӗҫлекенсене яланах тӗрӗслесе тӑмаллине асӑрхаттарнӑ.

Чӑваш Енре пӗлтӗр общество транспорчӗпе ҫӳрекенсем сахалланнӑ. Кун пирки паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Владимир Иванов министр пӗлтернӗ.
Транспортшӑн тата ҫул-йӗршӗн яваплӑ ҫак специалист транспорт тытӑмӗ иртнӗ ҫул епле аталаннине тишкернӗ. Ку енӗпе пирӗн республикӑра ятарлӑ программа ӗҫлет. 2013 ҫулта пурнӑҫа кӗме пуҫланӑскер 2022 ҫулччен вӑйра тӑрӗ.
Программӑна пурнӑҫласа республикӑри регион пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре пӗлтӗр 139 км юсанӑ, муниципалитетсенче — 10,3 км, ял тӑрӑхӗсенче — 74,5 км.
Пассажирсене общество транспорчӗпе турттарасси пӗлтӗр чакнӑ пулин те самолетпа вӗҫекенсем йышланнине палӑртмалла. Пӗлтӗр ун пеккисем 165 пин ҫын пулнӑ, ку вӑл унчченхи ҫулхинчен 2 хута яхӑн ытларах.
